Контент патне куҫ

Ылтăн тĕпек

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пичетлемелли версипе урӑх усӑ курмастпӑр, унта йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ. Браузерӑн суйласа илнисене ҫӗнетӗр та ҫакӑн вырӑнне браузерӑн ахаль пичет функцийӗпе усӑ курӑр.
Ылтăн тĕпек
Ылтăн тĕпек
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Латинла çырни
Regulus regulus

Ылтăн тĕпек (лат. Regulus regulus) - чи пĕчĕк кайăксенчен пĕри, 5-6 грамм таять. Чăрăшлăхсене юратать. Çăмартисем (8-18) шурăрах е сарăрах, хĕрлĕ хăмăр пăнчăсемлĕ. Ами чĕпписене 13-16 кун хушши пусса ларать. Тарăн карççинка пек йăви чĕпписемшĕн тăвăр пулать, хăш чухне вĕсем унтан тухса ӳкеççĕ, анчах та хăйсемех чакаланса хăпараççĕ чăрăш çине. Амиçу каçа икĕ хутчен чĕпĕ кăларать. Ку кайăксем ниçта та вĕçсе каймаççĕ. Хĕлле ытларах чухне çерçисемпе пĕрле вĕçсе çӳренине курма пулать. Чăвашра вĕсен йышĕ çителĕклĕ.

Вуламалли

Каҫӑсем