Çĕр чĕтрени
Курӑнакан калӑплав
Çĕр чĕтренĕвĕ, — тăсăлнă е хĕсĕннĕ çĕр тĕприне пухăннă энерги пĕр харăс тухнă пулăм. Океан тĕпĕнче пулнă çĕр чĕтренĕвĕсенчен цунами тухма пултарать.
Кашни çул Çĕр çинче миллион ытла çĕр чĕтренĕве пулса иртет. Вĕсенчен нумайăшĕн вăйĕ питĕ пĕчĕк, çавăнпа та çынсем вĕсене асăрхамаççĕ те. Вĕсенчен вăйлисем вăтамран икĕ эрнере пĕрре пулаççĕ. Ытларах пайĕ вĕсенчен океан тĕпĕнче пулса иртнипе нумай сиен çынсене кӳмеççĕ.
Çĕр чĕтренĕвĕ хыççăн пысăк лаптăксем пушалса юлма пултараççĕ. Ку пулăм çынсене хăратать-те.
Чи пысăк çĕр чĕтренĕвĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1556 — Ганьсу и Шеньси, Китай — 800 000 çын вилнĕ
- 1976 — Китайăн Çурçĕр-хĕвелтухăç енĕ — более 600 000 çын вилнĕ
- 1737 — Калькутта, Инди — 300 000 çын вилнĕ
- 1923 — Токио тата Йокогама, Япони — 140 000 çын вилнĕ, миллион патнелле çуртсăр тăрса юлнă.
- 1948 — Ашхабад, Туркмени — 110 000 çын вилнĕ