Лигури
Лигури, — Генуй кӳлмекĕн çыранĕ хĕрринче вырнаçнă Италин çурçĕр енчи тăрăхĕ. Лаптăкĕ 5,4 пин км2. 2001 çулта кунта 1 572 пин çын пурăннă. Администраци центрĕ Генуйра вырнаçнă. Лигурийĕн 2/3 пайне Лигури Апеннинĕсем тата Тинĕсçум Альпĕсен ту юпписем йышăнаççĕ. Ытти лаптăкра çĕр пичĕ тĕмĕскеллĕ.
Хуçалăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кунта хура тата тĕрлĕ тĕслĕ металурги, машинă тăвакан, карапсем тăвакан ĕç аталаннă. Çавăн пекех ку тăрăхра нефте фракцисене уйăраççĕ, хими, апат-çимĕç, тир промăçлăхĕ аталаннă, цемент туса кăлараççĕ.
Ял хуçалăхĕнче иçĕм, улма-çырла, олива, пахчаçимĕç, чечек ӳстереççĕ. Сăртсем çинче кĕтӳ пăхаççĕ.
Итали облаçĕсем |
|
---|---|
Абруцци • Апулия • Базиликата • Валле-д’Аоста¹ • Венеци • Калабрия • Кампани • Лацио • Лигурия • Ломбардия • Марке • Молизе • Пьемонт • Сардиния¹ • Сицилия¹ • Тоскана • Трентино-Альто-Адидже¹ • Умбрия • Фриули-Венеция-Джулия¹ • Эмилия-Романья | |
|