Меланези
Меланези (Хура утравсем) — Лăпкă океанăн полинези, микронези чĕлхисемпе калаçман вырăнти хура ӳтлĕ халăхсем йышăннă утрав ушкăнĕсем. Меланези Австралирен çурçĕр-тухăçалла вырнаçнă.
- Лаптăкĕ: 940 000 çм²
- Халăхĕ: 6 500 000 çын
Меланези шутне çак утрав ушкăнĕсем кĕреççĕ:
- Çĕнĕ Каледони
- Çĕнĕ Гвиней
- Соломон утравĕсем
- Вануату
- Фиджи
- Бисмарк архипелагĕ
- Санта-Крус утравĕсем
- Лоялти
Меланезири патшалăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Соломон Утравĕсем. Тĕп хули — Хониара (Гвадалканал утрав çинче, 30,5 пин çын 1985). Тăсăлăвĕ − 1550 çм. Лаптăкĕ — 29,8 пин тв.çм. Çӳллĕ вырăнĕ — Попомансо (2331 м) хули. Халăх йышĕ — 286 пин çын (1985). Официаллă чĕлхи — акăлчан чĕлхи, пиджин тата вырăнти чĕлхесемпе калаçаççĕ. Уявсем — утă, 7 — Пăхăнманлăх кунĕ. Утравсем çинче Çĕнĕ Гвинейрен куçса килнĕ çынсем пурăнаççĕ. Эспорт шутĕнче: копра, пулă, йывăç, какао пăрçи, пальма çăвĕ. Утравсене 1568 çулта Менданья де Нейра, çурçĕр пайне — 1768 çулта Луи Антуан де Бугенвиль уçнă. 1885 çултанпа утравсем çинче кĕске вăхăт Германи хуçаланать, 1893 çулта утравсене (Бугенвильпе Буксăр пуçне) Аслă Британи ярса илет. Çак утравсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн Австрали енне куçаççĕ. 1978 г. Соломон утравĕсем ирĕклĕхе тухаççĕ.
Вануату республики —Çĕнĕ Гебрид архипелагĕ, пурĕ 80 утрав. Çӳллĕ вырăнĕ — 1879 м, Эспириту-Санто утравĕ çинче. Халăх йышĕ — 185 пин çын (1998). Тĕп хули — Порт-Вила (халăх йышĕ − 24 пин çул). Официаллă чĕлхесем — бислама, акăлчан чĕлхи, франци чĕлхи. Тĕнĕ — протестант тĕнĕ. Çак утравсене пĕрремĕш Европа çынни П. де Кирос пулнă. Ячĕсене Кук XVIII ĕмĕрте панă. 1887 çултанпа — Франципе Аслă Британин пĕрлĕ пăхăнăвĕнче. 1980 çултанпа никама пăхăнман республика.
Фиджи — пĕр ятлă утравсем çинче вырнаçнă патшалăх. Икĕ пысăк утрав — Вити-Леву тата Вануа-Леву, 300 яхăн вак утрав. Халăх йышĕ — 715 пин çын (1987). Тĕп хули — Сува (75 пин çын). Официаллă чĕлхи — акăлчан чĕлхи. Утравсене Абель Тасман 1643 çулта тупса уçнă. Çӳллĕ тăрри — Томаниви (1323 м). 1970 çулта Фиджи ирĕклĕхе çĕнтерсе илет пулин те, çапах та Британи Пĕрлешĕвĕнчех шутланнă. 1987 çулта остава Британи Пĕрлешĕвĕнчен тухать. Уявĕсем — юпа, 10 — Пăхăнманлăх кунĕ. Экспорт шутĕнче — сахăр, копра, ылтăн, йывăç, пулă, тумтир. Курма илем вырăнĕсем — Сувари Фиджи музейĕ, этнографипе археологи ĕçĕсемпе паллаштарать.
Çĕнĕ Каледони — Францин «тинĕсри территорийĕ», Ç. Каледони утравĕсĕр пуçне пĕчĕк утравсен ушкăнĕ кĕрет. Утравсене 1774 çулта уçса тĕпченĕ. Çӳллĕ тăрри — Панье (1628 м). Халăх йышĕ — 145 пин çын. (1985). Адм. тĕпĕ — Нумеа. Этноссем — меланезисем (канаксем) тата француссем. Официаллă чĕлхе — франци чĕлхи, хутăшлисем те саралнă. Тĕнĕсем — католици тĕнĕ, протестант тĕнĕ. Хуçалăх ĕç енĕпе — ту ĕç промăçлăхĕ (никкĕле, кобальта тата хрома тупăçлаççĕ). 95 % наци тухăçĕ никкĕльпе никкĕль тăпри экспортĕнчен килет.
Асăрхаттарни: хутăш чĕлхесем — пиджин-инглиш, бич-ла-мар, ток-писин (Папуа Ç. Гвинейĕн патшалăх чĕлхи) тата урăххисем — акăлчан, испан, франци сăмахĕсенчен, е акăлчан (е урăх чĕлхен) лексикинчен пуçтарăнса тăрать, тĕпĕнче меланези граматики пулать.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Тĕнче регионĕсем |
|
---|---|
Америка | |
Европа | |
Ази | |
Африка | |
Океани | |
Поляр регионĕсем | |
Океансем |