Контент патне куҫ

Росс тинĕсĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Росс тинĕсĕ
Лаптăк 439 000 км²
Çыран хĕррин вăрăммăшĕ 2400 км³
Чи тарăнăшĕ 2972 м
Вăтам тарăнăш 677 м

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Ро́сс тинĕсĕ — Кăнтăр океанăн лăпкă океан секторĕнчи тинĕсĕ, Виктори çĕрĕсемпе Мэри Бэрд (Анăç Антарктида) çыранĕсенче, Адэр тата Колбек сăмсахĕсем хушшинче (170° т. д. — 158° а. д.) вырнаçнă. Шыв лаптăкĕ 439 пин çм², таранăшĕ 2972 м тарин.

Пĕтĕмлĕ çырса кăтартни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çыранĕсем сăртлă, хытă касăлчăк. Тинĕсĕн кăнтăр пайĕ шельфăллă Росс пăрлăхĕпе витĕннĕ, унпа пĕрле тинĕс лаптăкĕ 960 пин çм² çитет.

Тинĕсĕн уçă пайĕнче çул тăршшипех пăр шуçса çӳрет, çу вĕçĕнче çеç сахалланаççĕ. Айсберг чылай, мăнаçлисем те тухаççĕ — йĕри-тавра çаврăнма вуннăсе-çĕрсем çухрăм. Çулла акватори пăртан тасалать, карапсем пăрлăх шельфне ишсе çитеççĕ. Çиелти шывăн вăтам температури −1 °С аяларах, çулла хăш чух 2 °С. Тăварлăхĕ 33,7-34,4 . Юхамĕсем сехет сăнни куçнă еннеле йĕркеленнĕ. Шыв хăпарни çурма талăклă, 1 м çӳллĕшнелле.

Тинĕсре Росс тюленĕ, Уэдделл тюленĕ, краб çиен тюлень, кит чĕрчунсем пурăнаççĕ.

1841 çулта акăлчан поляр тĕпчевçи Дж. К. Росс тĕпчесе уçнă, кайран тинĕсе унăн ятне тивĕçтернĕ. 1956 çулта Росс çуратравĕнче АПШ-н антарктика экспедицисен тĕп базине — Мак-Мердо — туса хунă, 1957 çулта çакăнтах çĕнĕ зеланди базине — Скотт —никĕсне хунă, Халлетт сăмсахĕнче ăслăлăх-тĕпчев станци Халлетт (АПШ-па Çĕнĕ Зеланди пĕрле) вырнаçнă.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Кăнтăр океан тинĕсĕсем
Амундсен | Беллинсгаузен | Дейвис | Дюрвиль | Космонавтсен | Лазарев | Моусон | Рисер-Ларсен | Росс | Скош | Пĕрлешӳ | Сомов | Уэдделл


Лăпкă океан тинĕсĕсем
Бали |Банд | Беринг | Тухăç-Китай | Висаян | Сарă | Камотес | Кăнтăр Китай | Коралл | Коро | Минданао | Молукк | Çенĕ Гвиней | Охот | Саву | Самар | Серам | Сибуян | Соломон | Сулавеси | Сулу | Тасман | Фиджи | Филиппин | Флорес | Хальмахер | Шалти Япон | Ява | Япон