Контент патне куҫ

Хура тинĕс

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хура тинĕс
Вăрăммăшĕ 1150 км
Анлăшĕ 580 км
Лаптăк 422 000 км²
Калăпăш 555 000 км³
Çыран хĕррин вăрăммăшĕ 3400 км³
Чи тарăнăшĕ 2210 м
Вăтам тарăнăш 1240 м
Шыв пухăмĕн лаптăкĕ 2 млн ытла км²
Юхса кĕрекен шывсем Тăнай, Днестр, Тăнăвар

{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Хура тинĕс (выр. Чёрное море, абх. Амшын Еиқәа, каб.-черк. Хы шIуцIэ, грек Μαύρη θάλασσα, пăлх. Черно море, укр. Чорне море, груз. შავი ზღვა, рум. Marea Neagră, крым-тут. Qara deñiz, туркк. Karadeniz) — çĕрсем хушшинче вырăнаçнă, Атлантика океанĕпĕ çыхăннă тинĕс. Шывĕ тăварлă. Тинĕс Раççей, Украина, Грузи, Турци, Болгари тата Румыни çыранĕсем хушшинче вырăнаçнă. Хура тинĕс тăрăх Европăпа Пĕчĕк Ази хушшинчи чикĕ иртет.

Лаптăкĕ — 422 000 км², чи тарăн вырăн — 2210 метр. 150 метртан аяларах сероводород кăна, çавăнпа та унран тарăнрах вырăнсенче нимĕнле чĕрĕ чун та пурăнмасть.

Хура тинĕс вырăнĕнче пулна кӳлĕ çакăн пек пулма пултарнă
Судак тинĕс хӳтти (Крым)

Тинĕс Босфор проливĕ тăрăх Мрамор тинĕсĕпе, Керчь тинĕс пырĕ тăрăх Азов тинĕсĕпе çыхăннă.

Грексем ку тинĕсе Понт Аксински (ав.гр. Πόντος Ἄξενος Япăх кĕтсе илекен тинĕс) тенĕ. Каярахпа, тинĕс çыранĕсене тишкерсе тухнă хыççăн тинĕсе Понт Эвксински ят панă (Лайăх кетсе илекен тинĕс). Хальхи ячĕ сероводородран пулнă тесе шутлаççĕ. Якорьсем 150 метр аяларах самай вăхăт тăнă хыççăн хура тĕслĕ пулса ларнă. Çавна пулах тинĕсе моряксем хура ята панă.

Паллă портсем: Батуми, Бургас, Варна, Стамбул, Керчь, Констанца, Новороссийск, Одесса, Поти, Севастополь, Сочи, Сухум, Ялта.

Тинĕс хĕрринче курортсем питĕ нумай.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]