Контент патне куҫ

Чулхула

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чулхула
выр. Нижний Новгород
Хула гербĕ
Чулхула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Чулхула облаçĕ
Никĕсленĕ: 1221
Хула, çултан:
Халăх йышĕ, пин çын: 1 250,6 (2010)
Хула лаптăкĕ: 411 км2
Геогр. анлăхĕ: 56° 20′
Геогр. вăрăмлăхĕ: 44° 00′


Чулхула[1] (калаçура тăтăшах вырăсла Нижний теççĕ[2], XIII - XVII ĕмĕрсенче — Но́вгород Низо́вской земли́, 7.10.1932 — 22.10.1932 — Го́рький, выр. Нижний Новгород, çаран мари Угарман, ирçе Алоош) — Раççей варринчи хула, Атăлçи федераци тăрăхĕн тата Чулхула облаçĕн администраци центрĕ. Атăлçи федераци тăрăхĕнче тата Атăл çинче пурăнан халăх йышĕпе иккĕмĕш вырăнта. Хăшпĕр хыпарсемпе, карман-хулана 1221 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче[3] улатимĕр кнеçĕ Юрий Всеволодович никĕс хывнă.

Тухăç-Европа тӳремĕн варринче, Хура Атăл Атăла юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Хур Атăл хулана иккĕне пайлать: сылтăм чăнкă çыранĕнче — Дятлов тăвĕ çинче туçи, тата сулахай лутра çыранĕнче юханшвлешьен. Атăлăн сулахай çыранĕнче Бор хула-спутник ларать.

1500—1515 çулсенче чултан кремль тунă, ăна вара паянкунчен те нимле тăшман та илеймен. Унăн хӳми çумĕнче 1612 çулта Кузьма Минин ялти староста халăхран укçа пуçтарса, Пожарский кнеçпе Мускав тата мĕнпур Раççее поляксемпе литвасенчен хăтармашкăн халăха хĕçпăшаллантарнă. 1817 çултанпа, хулара Макарьево ярмаркине йĕркелесе ярсан, Раççейре чи пысăк сутă-илӳ центрĕсенчен пĕри пулса тăрать. 1896 çулта хулара Пĕтĕм Раççейри ӳнер-промăçлăх куравĕ иртнĕ, çакăн хыççăн раççей трамвайне аталантарса ярать. 1930-мĕш çулсенчи совет индустриализаци тапхăрĕнче унта машинă тăвакан пысăк савутсем, çав шутра чи пысăккине — ГАЗ лартнă[4]. 1941—1945 çулсенчи Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хула фронта нумай вăрçă техникине панă[5], çавна пула хулана Вăтам Атăл çинче çав тери хăватлăн бомбăланă. Вăрçă вĕçленсен хулана Ленин орденĕпе чысланă. 1985 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕнче хулара метрополитенăн пĕрремĕш пайне хута янă. 2012 çулта канат çулне (ăна пассажир транспорчĕн маршрутне малалла тăсмашкăн пĕр тĕрексĕр шыв урлă çакнă) — Европăра ун пек пысăкки çук. 2013 çулта хула электричкине ĕçе кĕртнĕ. 2018 çулта хулара тĕнчери футбол чемпионачĕн матчĕсене ирттернĕ.

Раççей Федерации Президенчĕн 2020 çулхи утăн 2-мĕшĕнчи Хутайĕпе Чулхулана «Ĕçшĕн тивĕçлĕх хули» ята панă[6].

Тĕп статья: Чулхула кун-çулĕ


Феодаллă сапаланчăк тапхăрĕнче

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кремĕльти Архангел соборĕ умĕнчи Юрий Всеволодович кнеçпе Симон Суздальский палăкĕ

Мускав патшалăхĕн чикĕ сыхлавçи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕперне хули

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Герб (1781)

Совет тапхарĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1917 çулхи кĕркунне хулара совет влаçне туса хунă. 1929 çулта Сормовăпа тата Канавинăна пăрахăçланă та, вĕсен территорийĕ ытти ялсемпе пĕрле (Гордеевка, Карповка, Высоково чиркӳллĕ ялсем, Высоково, Копосово, Починки, Бурнаковка, Княжиха, Ратманиха, Костариха, Молитовка, Борзовка, Монастырка тата ур. ялсем) Мăн Чулхула картине кĕртнĕ, çавăнтанпа хула районсене пайланать. Çав çултах малтан патшалăха кĕпернесене пайланă администрацисене пĕтернĕ. Чулхула кĕпернине салатса янă. Чулхула Чулхула Енĕн (1932 çултанпа пăрахăçлаччинех — Горьки Ен) центрĕ пулать. 1932 çулта хулана вырăсла Горький ята куçарнă.

XX ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче — Чулхулара промăçлăх ĕçĕ хăвăрт ӳссе пырать. 1932 çулта промăçлă пысăк йĕркелӳ — Горьки автомобиль завочĕ ĕçе кĕрет, вăл Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин тапхăрĕнче хӳтĕлев промăçлăхĕн паллă центрĕ шутланнă.

Чулхула кремлĕнчи

«Чулхуласем — фронта» мемориал


Хальхи хула

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула районĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чулхулан паллă çыннисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Чыслă гражданĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Monument to Minin and Pozharsky. 2014.jpg
Чулхулари Мининпа Пожарскин палăкĕ

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Вырăс версийĕпе, 1221 çулта Новград Нижний тесе никĕсленĕ; см.: Татищев В. Н. История Российская. — М.—Л.: 1964 Т. IV.
  2. ^ Орфографический академический ресурс «АКАДЕМОС» Института русского языка им. В.В. Виноградова РАН. orfo.ruslang.ru. Тĕрĕсленĕ 3 Нарӑс уйӑхӗн 2020.
  3. ^ Кучин В. Десять веков Нижегородского края. 1152—2018. — Издательские решения, 2018. — Т. 3. — ISBN 978-5-4490-6270-3
  4. ^ «Группа ГАЗ» — автомобили отечественного производства, официальный сайт российского производителя. Нижний Новгород: Группа ГАЗ. çăлкуçран архивланă 8 Нарӑс уйӑхӗн 2014. Тĕрĕсленĕ 29 Ҫӗртме уйӑхӗн 2017.
  5. ^ Горьковская область в годы Великой Отечественной войны 1941—1945 гг (2014-11-30). Тĕрĕсленĕ 30 Чӳк уйӑхӗн 2014.
  6. ^ Указ Президента Российской Федерации от 02.07.2020 № 444 «О присвоении почётного звания Российской Федерации „Город трудовой доблести“»