Электрон
Электрон (e, e-) — тăнăçлă элементарлă пĕрчĕ, япалан тĕп тытăмлăхĕн пайĕ. Электронсенчен пур япаласен атăмĕн электронлă пĕлĕтлĕхĕ тытăнса тăрать. Электронсен куçăнăвĕнчен нумай электропулăмсем пулаççĕ, çавсем хушшинче металсенчи тата вакуумри электроюхăм. Электронăн авăрĕ пайланманлă −1,60217653(14)•10−19 Кл (е 4,803×10−10 СГСЭ виçе СГС системинче). Çак электро авăр виçипе ытти элементарлă пĕрчĕксен авăрĕсене (вĕсен авăрĕ çуклă мар) палăртаççĕ. Электронăн лăпкăлăх йывăрăшĕ 9,1093826(16)•10−31 кг танлашать.
Элементарлă пĕрчĕсен физикин хальхи курăнăвĕсемпе, электрон пайланман тата вар тытăмĕсĕр (минимум 10−17 см таран). Электрон тӳлек, электромагнитлă тата гравитациллĕ ĕç-пуçсене хутшăнать. Вăл лептон ушкăнне кĕрет, (хăйĕн антипĕрчипе, позитронпа, пĕрле) авăрлă лептонсенчен çăмăллискер пулать. Нейтринона уçса йывăрăшне виçиччен электрон йывăр пĕрчĕсенчен чи çăмăлли шутланнă — унăн йывăрăшĕ 1836 хут протоненчен çăмăлтарах. Электронăн Спин ½ тан, çак йĕрпе вăл фермион ĕретне кĕрет. Хăш чух электронсем тесе хăй электронĕсене те, çаплах позитронсене те шутлаççĕ (тĕслĕх, пĕрлĕхлĕ электрон-позитрон уйĕ, Дирак танлаштарăвĕн тупсăмĕ). Çак пулăмри çуклă авăрлă электрона негатрон, пурлă авăрлине — позитрон тесе палăртаççĕ.
Кристаллăн Периодикăллă потенциалĕнче электрона квазипĕрчĕ пек пăхаççĕ, унăн эффективлă йывăрăшĕ электронăн тăнăçри йывăрăшĕнчен уйрăлса тăрать.
Атомĕнче миçе протон (+) çавăн чухлĕ электрон (-). Электронĕ протонĕнчен нумайрах (+), сахалрах (-) пулсан ион пулса тăрать.
Электронăн этимологийĕ тата ăна тĕпчесе уçни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Электрон» термин ήλεκτρον («янтарь») грек сăмахĕнчен тухать. Авалхи Грецире çут тĕнче тĕпчевçисем янтарь пĕлевне çăмпа сĕркеленĕ, çакăн хыççăн ун çумне пĕчĕк япаласене туртăнма тытăннă. «Электрон» термина усă курма Джордж Джонстон Стоуни 1894 çулта сĕннĕ (хăй виçине ĕçе 1874 çулта кĕртнĕ). Электрона тĕпчесе уçаканĕ — Дж. Дж. Томсон, вăл 1897 çулта катод пайăркисемшĕн авăрне йывăрăшĕ çине пайлани çăлкуç материалĕнчен килменнине кăтартать. (Электрона тĕпчесе уçни вулăр).
Усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Электрон тата Çут тĕнче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Электронăн паллă пахалăвĕсене Particle Data Group [1]çинче тĕплĕн йĕркеленĕ.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Квантла электродинамика |
|
---|---|
Физикăри пĕрчĕсем |
|
---|---|
Фундаментри пĕрчĕсем | |
Пуçтарăннă пĕрчĕсем | |
Пĕрчĕсен ят-йышĕ • Барионсен ят-йышĕ • Мезонсен ят-йышĕ |