Прометей
Прометей (ав.-грек. Προμηθεύς, тӳррен — тӑрӑшакан, малашне пӑхакан) — Авалхи грек халаплăхӗн титанӗ, ҫынсене турӑсен усал ӗҫӗсенчен хӳтӗлекенӗ, ҫӑлаканӗ, скифсен патши. Зевсӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ. Иапет титанпа Клименан (Аполлодор тӑрӑх — Асиян, Эсхил тӑрӑх — Фемида-Геян, Евфорион тӑрӑх — Герапа Евримедонт титанӑн ывӑлӗ). Атлантӑн, Менетий тата Эпиметей тӑванӗ. Гесионан упӑшки, Девкалионӑн ашшӗ (тепӗр вариант тӑрӑх — Пандораран), Иоран (Истр тӑрӑх).
Авалхи халап тӑрӑх, Прометей Гефестран кӑвар вӑрласа, Олимпран антарса ҫынсене парнеленӗ.
Ҫав ӗҫшӗн Зевс Гефеста (е Гермеса) Прометея Кавказ сӑрчӗсен хысакӗ ҫине, (Колхидара е Скифсен ҫӗрӗнче), кӑкарма хушнӑ. Ӑна Зевса итлеменшӗн айӑпласа явап тыттарнӑ. Прометейӑн асап чӑтма тивнӗ — вӑл пӗрмай вӗҫсе килекен ӑмӑрткайӑк унӑн пӗверне сӑхнинчен хӗн курнӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Аполлодор. Мифологическая библиотека = Βιβλιοθήκη / Пер., предисл. и комм. А. Шапошникова. — М.: Эксмо, 2006. — 413 с. — (Антология мудрости). — ISBN 5-699-18359-0.
- Эсхил. Прометей прикованный. — 443-444 гг. до н. э. — 560 с.
- Евстафий. Комментарий к «Илиаде» Гомера XIV 294 // Вестник древней истории. 1947 г. № 1. С. 290
- Graves, Robert, 1895-1985. Mify drevneĭ Gret︠s︡ii. — Moskva: Progress, 1992. — 619 pages с. — ISBN 5010015870, 9785010015879.
- Прометей // Щеглов Г., Арчер В. Мифологический словарь, 2006 г.
- Плиний Старший. Естественная история VII 209 // Лосев А. Ф. Мифология греков и римлян. М., 1996. С. 156
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Авалхи Грецин халаплăхĕ тата тĕнĕ |
|
---|---|
Географи · Хронологи · Зефир · Фауна · Лашасем · Катастеризм · Генеалоги çыхăнăвĕсем | |
Малтанхи турăлăхсем | |
Титансем | |
Олимп туррисем | |
Шыв пăтăрмахлăхĕн туррисем | |
Хтони турăлăхĕсем | |
Çĕр | |
Категорисем: Тĕн тата халаплăх · Турăсем тата турă амисем · Паттӑрсем тата паттăр амасем · Халапри халăхсем · Халаплă чĕрчунсем Портал |