Контент патне куҫ

Рунăсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Рунăсем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
CodexRunicus. 1300-мĕш çулхи алçыру. Авалхи германсен руна çырулăхĕн тĕслĕхĕ

Рунăсем — ăславра, истори енчен пăхсан, чăн малтан авалхи германсен хăйне евĕр çырулăхне çапла каланă. Каярахпа çавăн пек ÿкерчĕклĕ çырусем ытти авалхи халăхсен те пулни палăрнă. Çапла вара, халĕ вĕсене те "рунăсем" теççĕ[1].

Чăваш чĕлхин историйĕ - çырулăх куçĕпе

Чăваш чĕлхи хăçан пуçланса кайнă пирки паян куна та тавлашу пырать. Чĕлхе халăх палли пулнăран чăваш халăх историйĕпе чĕлхе историйĕ пĕр япалах тесе пăхма пулать. Çав вăхăтрах çырулăх та пирĕн пурнăçра паллă вырăн йышăнса тăрать. Енчен те чăвашăн çырулăхĕ пирĕн эрăчченех пулнă пулсан паян чăваш халăхĕн авалăхĕ пирки тавлашмалли питех те сахал юлатчĕ. Çавăнпа та чĕлхе историне чăвашсен авалхи çырулăхĕнчен илсе тĕпчемелле пулĕ тесе шутлатăп. Чăвашсем ĕлĕкренпех руна çырăвĕпе усă курни çинчен пурте пĕлеççĕ. Тĕслĕхрен, Енисей тăрăхĕнче тупнă кĕмĕл тирĕк тĕпне (çырăва пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш çĕр çуллăхра çырнă тесе шутлаççĕ) çакăн пек çырнă. Латин сас паллисемпе çапла куçарса çыраççĕ хĕвел анăç ăсчахĕсем (сылтăмран сулахая): Кĕмĕл савăт тĕпне çырни

Хальхи тата сĕм авалхи вăхăтсем хушши пайтах пулин те эпир, паянхи чăвашсем, мĕн çинчен сăмах пынине чухлама пултаратпăр. Çак кĕмĕл тирĕк те пирĕн пек чăвашранах тухнине ăнланатпăр. Çапла вара чăваш чĕлхи виçĕ пин çул каяллах пулнине хамăр куçпа хамăр ĕнентĕмĕр.

Руна çырулăхĕпе, ученнăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, чăвашсем 19-мĕш ĕмĕрте усă курма пăрахнă. Апла пулин те пирĕн историйĕнче араб сас паллисемпе усă курса çырнă вăхăт та пулнă. Çакна 9-12-мĕш ĕмĕрсенче, Атăл çи пăлхар патшалăхĕнче чухне, вил тăпри çине лартнă чул юпасенче вулама пулать. Çак юпа çинче арабла çырнă кĕлĕ сăмахĕсем хушшинче кам вилнине тата хăçан вилнине чăвашла çырнисем тĕл пулаççĕ: Чул юпа çинче чăвашла çырнă сăмахсем тĕл пулаççĕ Чул юпа çинче чăвашла çырнă сăмахсем тĕл пулаççĕ

Оураз оул урум Алп бәлүк, тарих җети җүр тохыр җол, рәҗәп айх оным күн әти. (Ыраç ывăлĕ вăрăм Улăп палăкĕ, тăрăхĕ çичĕ çĕр тăхăр çул, раджаб уйăхĕн вунăм кун ччĕ).

Араб çырăвĕпе ытларах ислам тĕнне йышăннă çынсем усă курнă. Кивĕ йăлана тытса пыракансем рунă çырăвĕпех усă курни паллă. Вил тăприсем çинче 20-мĕш ĕмĕр пуçламĕшĕнче те руна паллисем тĕл пулаççĕ. Çавăн пекех ăна хăш-пĕр савăт çинче те курма пулать. "Сĕт" тесе çырнă кунта... "Сĕт" тесе çырнă кунта... Эпир илсе паракан ÿкерчĕкри савăт çине "Сĕт" тесе çырнă. Кăкшăмне кура кунта темĕнле (сиплев е апат-çимĕç) сĕтекĕ пирки сăмах пырать пулас. Çав вăхăтрах, 18-мĕш ĕмĕртен пуçласа, кириллица паллисемпе усă курса чăваш алфавитне йĕркелес ĕç те пуçланать. 1769 çулта «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кĕнеке пичетленсе тухать, 1800 çулта - чăвашла çырнă «Краткий катехизис». Çакăн хыççăн тата темиçе тĕрлĕ алфавит туса пăхнă, Н. И. Золотницкий, И. Я Яковлев, Н. И. Ашмарин та хăйĕн тĕнчипе паллă словарĕнче пурте усă куракан Яковлев алфавитне пĕчĕк улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсемсĕр пуçне Хĕрлĕ Чутайра чи малтанхи чăваш шкулне уçнă Николай Базилевский тата чăвашсен пĕрремĕш çыравçи Спиридон Михайлов-Янтуш хăйсен алфавитне ăсталаса пăхни паллă. Паянхи кун эпир 1949 çул тĕлне çирĕпленсе алфавитпа усă курса çырапăр. Унăн ырă енĕсем те, çитменлĕхĕсем те çук мар. Анчах хальхи вăхăтра пурне те тивĕçтерекен алфавит никам та сĕнмен-ха. Вăхăтран вăхăта латин сас паллисем çине куçас шухăш чăваш чĕлхин хăйне евĕрлĕхне тивĕçтерменни 90-мĕш çулсем тепре çирĕплетрĕç. Кириллицăра та паянхинчен лайăхрах алфавит йĕркелесси курăнмасть. Эпир чăваш çырулăхĕн кĕске историне пăхса тухрăмăр. Унăн вăрăм кунçулĕ мĕнле йĕркеленнине сăнарăмăр. Кунта ĕçлемелли, тĕпчемелли нумай-ха. Вăл пирĕн вăхăтри ăсчахсем валли кăна мар, çитес ĕмĕрсенчи ученнăйсем валли те çитĕ.


Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]