Контент патне куҫ

Марко Поло

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Марко Поло, XVI ĕмĕрти сăрăçă шухăшпа ӳкернĕ.

Марко Поло (итал. Marco Polo), — Итали çулçӳревçи тата çыравçи. 1254 çулта пĕррисем каланă май Венеци хулинче, теприсем тăрăх — Курзолăра (халĕ Корчула хули, Хорвати) çуралнă. 1324 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Венецире вилнĕ.

Ашшĕпе куккăшпе — Венеци купсисемпе — пĕрле çӳресе, Поло 1271-1275 çулсенче тинĕс тăрăх Пĕчĕк Азин кăнтăр-хĕвелтухăç тинĕс хĕррисене çитнĕ, унтан Çурçĕр Китай витĕр (Эрмен сăртлăхĕ, Месопотами, Иран сăртлăхĕ, Памир тата Кашгари урлă каçса) тухнă.

Монгол ханĕ Хубилай патĕнче хĕсметре тăнă май (1292 çулчен), Поло Китайра таçта та çитсе курнă. 1295 çулта Кăнтăр Китайран тухса Иран урлă тинĕспе Венецине таврăннă.

Хăшĕсем каланă тăрăх, Генуйăна хирĕç иртнĕ вăрçăна хутшăннă. 1297 çул тĕлнелле Поло генуэзсен тыткăнне лекнĕ. Унăн çулçӳрев илĕртӳллĕ калавĕсене итлесе тыткăнри юлташĕ Рустичано венет диалекчĕпе (XIII ĕмĕрте — Италин илемлĕ проза чĕлхи) «Марко Поло кĕнеки» (1298) пичетленĕ. Çав кĕнеке Эрмени, Грузи, Иран, Китай, Монголи, Инди, Индонези тата ытти çĕршывсен географине, этнографине, историне тĕпченĕ чух паха çăлкуç шутланать; кĕнекере халăх тĕнĕсене, халапĕсене, юмахĕсене кăтарлса панă. Европа халăх чĕлхисене куçарнă кĕнеке XIV-XVI ĕмĕрсенче картографсен, çыравçăсен, тинĕс çӳревçисен (Х.Колумб, Л. Ариосто) ăс-хакăлне питĕ çивĕчлетнĕ.

Марко Поло çул çӳревĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Книга о разнообразии мира. Издание: Джованни дель Плано Карпини. История монгалов., Гильом де Рубрук. Путешествия в восточные страны., Книга Марко Поло. М. Мысль. 1997, перевод: И. М. Минаев
  • Книга Марко Поло, пер. со старофранц. текста, вступ. ст. И. П. Магидовича, М., 1955 (имеется лит.).
  • То же. Алма-Ата, 1990.
  • Харт Г., Венецианец Марко Поло, пер. с англ., М., 1956;
  • The book of sir Marco Polo, the Venetian…, 3 ed., v. 1—2, L., 1921.
  • Магидович И. П., Магидович В. И. Очерки по истории географических открытий. М., 1982. Т. 1. С. 231—235.